Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар районӗ

Пӑтӑрмахсем
ИИ сӑнӳкерчӗкӗ
ИИ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи пӗр предприятире ҫынсене шалу тӳлемен. Парӑм виҫи 800 пин тенкӗрен иртсе кайнӑ.

Ҫынсене ӗҫлеттерме юратакан, анчах шалу тесен укҫа ҫук теме юратакан пӑтӑрмах унти «Энерги» тулли мар яваплӑ обществӑра пулса иртнӗ.

Предприятире шалу вӑхӑтра тӳленипе тӳлеменнине вырӑнти прокуратура тӗрӗслесе палӑртнӑ. Пакунлисем пӗтӗмлентнӗ тӑрӑх, 28 ҫын умӗнче предприяти 800 пин тенкӗ ытла парӑм пухса тултарнӑ.

Ӗҫ укҫине тӳлесе татассине надзор органӗ пӗрмай сӑнаса тӑнӑ. Сӑнанипех ҫырлахман-ха. Предприяти директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ, яваплӑ ҫынна асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Прокуратура хушша-хуппа кӗнин усси пулнӑ: халӗ шалу парӑмне йӑлтах тӳлесе татнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Олег Николаевӑн МАХри каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаевӑн МАХри каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре унти «Паха тӗрӗ» фабрика нумай ӗҫ тӑвакан центр уҫасшӑн. Кун пирки эпир Олег Николаев Элтепер МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, объекта 85 процент таран туса ҫитернӗ.

Вӑл центр чӑваш тӗррин, халӑх тумӗн тата ремесла ӳнерӗн вӑрттӑнлӑхне упраканскер пулмалла. Шӑпах «Паха тӗрӗ» йышри предприятисем аваллӑхри пунялӑхӑмӑра упраса хӑвараҫҫӗ, чӑваш тӗррин илемне кура ун пек ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, урамра та тӑхӑнса ҫӳремелле тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумай ӗҫ тӑвакан центр, вӑл 210 миллион тенкӗ тӑрать, пӗлтӗр пӗлтерӗшлисен шутне лекнӗ. Ӑна хута яма республика та пулӑшать, предприяти хӑй те укҫа хывать.

Унта производство, культура, туризм тата ҫутӗҫ ӗҫӗ пӗрле аталанӗ.

 

Культура

Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче Республика кунне уявлӗҫ. Вӑл Кӳкеҫ ҫумӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче пулӗ.

Республика кунӗнче Пӗтӗм чӑвашсен акатуйӗ те иртӗ. Хӗвеллӗ ҫарана ҫынсене районти тӗрлӗ ялтан автобуспа турттарӗҫ. Тутаркасси енчен унта 171-мӗш автобуспа ҫитме май килӗ, Апаш енчен — 222-мӗшпе. Общество транспорчӗпе ҫитсе пӗтме меллех мар вырӑнсенчен трансфер йӗркелӗҫ. Сӑмахран, Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4а-мӗш ҫурт патӗнчен ятарлӑ транспорт ҫак вӑхӑтра хускалӗ: 08:30; 09:30, 10:30, 11:30, 12:30, 14:30, 15:30, 16:30, 17:30, 18:30, 20:00, 21:00. Хӗвеллӗ ҫарантан Кӳкеҫе 09:00, 10:00, 11:00, 12:00, 14:00, 15:00, 16:00, 17:00, 18:00, 19:00, 20:30, 22:00 сехетсенче килме май килӗ.

Ишексемпе Ишлей тӑрӑхӗнче пурӑнакансем валли те транспорт пулӗ. Транспорт Ишекрен 08:00, 10:00, 12:00, 14:00, 18:00 сехетсенче хускалӗ, Ишлейрен: 08:25, 10:30, 12:30, 14:30, 17:30. Акатуй лапамӗнчен каялла кайма 09:00, 11:00, 13:00, 15:00, 17:00, 19:00 сехетсенче май килӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫырла фестивалӗнче «Пахчаҫӑ моди 2.0» конкурс иртет. Ял хуҫалӑх министерстви пурне те унта ҫемйипе хутшӑнма чӗнет.

Унта пахчаҫӑсен хӑйне евӗр тумсемпе килмелле, йӑрансен хушшинче те илемлӗ ҫӳреме май пуррине кӑтартмалла.

Конкурса пӗччен те, ҫемьепе те хушӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр. Тӗплӗнрех ҫак каҫӑпа кайсан пӗлме пулать: https://xn--80adcefsfumi1bmx0hya7a.xn--p1ai/tpost/o4anniicp1-moda-sadovoda-20.

Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ ҫурла уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче иртет. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра пулӗ. Тепӗр кунхине Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи питомникре фестиваль хӑнисем пухӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163682416_51108
 

Республикӑра
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӳкеҫри темиҫе ҫутӑ будкине сӑрласа илемлетнӗ. Пӗр-пӗр тӗспе сӑрласа мар-ха, граффитипе.

Посёлокри сӑрӑ ҫутӑ будкисене илемлӗ арт-объекта вырӑнти художниксем ҫавӑрнӑ.

Вӑл е ку будкӑна епле илемлетесси пирки Артём Павлетич графика дизайнерӗ пуҫ ватнӑ, Сергей Петров художник вара ӳкернӗ.

Кашни стенана юнашарти ҫуртсене кура сӑрланӑ. ЗАГС ҫумӗнчине пӗрне-пӗри юратакан мӑшӑр евӗр сӑнланӑ, спортлапамӗ патӗнчи ҫине спорстменсене ӳкерсе хунӑ, Бичурин музейӗ патӗнчи ҫине китай драконне вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29826
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар округӗнче пурнакан арҫын сакӑр юман тата пӗр хурӑн каснӑ. Патшалӑха кӳнӗ тӑкак пӗчӗк мар – 1,7 миллион тенкӗ.

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкар округӗн администрацийӗ Мамка ҫывӑхӗнчи сад юлташлӑхӗнче такам йывӑҫсем касни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсен сакӑр юман тата пӗр хурӑн тункатисене асӑрханӑ.

Йывӑҫ касакана часах тупнӑ. Вӑл Шупашкар округӗнчи ҫынах пулнӑ – ниҫта та ӗҫлемен 45 ҫулти арҫын. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Хайхи арҫын йывӑҫсене пӗлтӗр кӗркунне хӗлле кӑмака хутма тесе каснӑ. Хӗл каҫипе вӑл касса ҫурнӑ пуленккесене кӑмакара ҫунтарса пӗтернӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ҫак арҫын полици куҫӗ умне лекменни паллӑ. Хальлӗхе унӑн ялтан тухса ҫӳреме юрамасть.

 

Раҫҫейре
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Морозовсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медаль пама йышӑннӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнисене тата ачиасене тивӗҫлипе воспитани панисене чыслаҫҫӗ.

Морозовсем Шупашкар районӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен (хушура хӑш ялтан пулнине тата вӗсем миҫе ача ӳстернине кӑтартман).

Орден медальне 4 тата ытларах ача ӳстерекенсене панине шута илсен Ольга Петровна тата Николай Павлович Морозовсен ҫавӑнтан кая мар ывӑл-хӗр пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Кун пек чыслава тивӗҫекенсене 200 пин тенкӗ укҫа парса та савӑнтараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм виллине Апаш ялӗн айккинче курнӑ. Ӑна пӗр ял ҫынниех вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Вилене ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Усал ӗҫ тунӑ тесе шанманран ҫав ялти пӗр ҫынна тытса чарнӑ ӗнтӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем халӗ ку пӑтӑрмаха малалла тӗпчеҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза туса ирттерме палӑртнӑ. Арҫын мӗншӗн ун пек усал шухӑш тытнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи хыпарта пӗлтермен.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Пӑрачкав округӗнче пулнӑ пушарта килти выльӑх-чӗрлӗх вилнӗ: 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк.

Ку пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Рындино ялӗнче пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн кил-ҫурчӗ, хуралтӑ таврашӗсем ҫунма тытӑннӑ. Шел те, килти выльӑха ҫӑлса хӑварайман. Пушарта 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк ҫунса кӗлленнӗ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 266 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Палӑртса хӑварар: юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкар округӗнчи «Мечта» (чӑв. «Ӗмӗт») сад юлташлӑхӗнче тата Пӑрачкав округӗнчи Ряпино ялӗнче мунчасем ҫуннӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Паллах, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне асӑнмасӑр хӑварайман. Ун чухне Шупашкара беспилотниксем тапӑннӑ.

Шупашкар кӑна мар, Муркаш тата Шупашкар округӗсем те шар курнӑ. Ҫак икӗ округра беспилотниксене пула 86 ҫурт тата 4 дача сиенленнӗ.

Шупашкарта нумай хваттерлӗ 58 ҫурт, 10 социаллӑ учреждени, 11 офис тата администраци ҫурчӗ шар курнӑ. 47 ҫын аманнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӳрех вилнӗ. Тепӗр ҫын пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Халӗ сиенленнӗ ҫуртсене юсас ӗҫ пырать.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 207
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 04

1889
137
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1926
100
Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй